
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Надежда Зубковӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Пулас артист Етӗрне районӗнчи Кӗҫӗн Ямаш ялӗнче 1978 ҫулхи раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2002 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ. Чӑваш студине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна тӳрех К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрне ӗҫе илнӗ. Унта вӑл сцена ӑсти пулса тӑнӑ.
Артист хӑйӗн кашни сӑнарне ӗнентермелле те чуна тивмелле калӑпланипе куракана тыткӑнлать. Вӑл кашни сӑнара хӑйӗн чунӗ витӗр кӑларать тейӗн.
2013 ҫулта Надежда Зубкова Чӑваш Республикин Культура министерствин Хисеп хутне тивӗҫнӗ.

Етӗрне районӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче виҫӗ ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ: Тептӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений Григорьевич Пайгусов гвардии майор (1913–1977), Кӗҫӗн Ямашра кун ҫути курнӑ Федот Никитич Орлов летчик (1913–1988) тата Чаканарта ҫуралса ӳснӗ Алексей Тимофеевич Якунин майор (1918–1945). Ҫак кунсенче Анат Мучар ялӗнче Совет Алексей Якунина халалласа йӗлтӗрпе ярӑнассипе ӑмӑртусем иртрӗҫ.
Хутшӑнакансем тӗрлӗ ҫултисем пулчӗҫ тесен йӑнӑшмӑпӑр — чи кӗҫӗнни Етӗрне хулинчи «Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчине ҫӳрекен Артемий Сергеев 5 ҫултине шута илсен чи асли вара 80 ҫулхи Тимофеев Александр Николаевич пулчӗ. Ватӑ ҫын ятарласа Чаканартан 10 ҫухрӑм йӗлтӗрпе килме те вӑй ҫитернӗ. Ҫавах та Александр Николаевича шеллерӗҫ, ӑмӑрту хуҫи Егоров Валерий Артемьевич ӑна кайран киле ҫитерсе яма шантарчӗ.
Пухӑннисене Мучар ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Иван Ильич Лапташкин, Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Владимир Николаевич Черлаков тата трасса хуҫи Валерий Артемьевич Егоров саламларӗҫ.
